Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Манӑҫми ялӑм кӗнекемре»

Н.Розов «Палнай» юрӑҫисен тата ял ҫыннисен хушшинче
Н.Розов «Палнай» юрӑҫисен тата ял ҫыннисен хушшинче

Этем кирек ӑҫта пурӑнсан та ҫуралнӑ ҫӗре, тӑван кӗтесе асра тытма тивӗҫлине Чӗмпӗрте ӗҫлесе пурӑнакан Николай Розовӑн «Ҫӗньял — Малое Бисярино» кӗнеки тепӗр хут ҫирӗплетрӗ. Автор кӗнеке тухнӑ ятпа тӑван ялӗнче — Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Ҫӗньялта — уяв йӗркелерӗ. Теччӗ Чӗмпӗрсемшӗн — сӑваплӑ ҫӗр. Вун тӑххӑрмӗш ӗмӗрте Кӑнна Кушкинчен Чӗмпӗре пулас Патриарх И.Я.Яковлев ҫуран утнӑ. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхса иртрӗ. Теччӗ ҫӗрӗ ҫав-ҫавах пултаруллӑ ҫынсемпе пуян.

Чӑваш тӗррисемпе илемлетнӗ Ҫӗньял клубӗнче кӗнеке авторне — Рас йӑхӗнчен /кӗнекере хастар несӗл ҫинчен тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ/ тухнӑ Николай Розова ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ.

— Хаклӑ тӑван ял-йыш! Юлашки ҫулсенче хама канӑҫ паман ӗмӗте пурнӑҫа кӗртнишӗн телейлӗ тесе шутлатӑп. Маншӑн пӗчӗк ялӑмри кашни вырӑн, кашни ҫын хаклӑ. Аннем Агапия Мироновна, Гена тете хӑйӗн ҫемйипе кунта пурӑнать. Пирӗн ялтан пултаруллӑ ҫын сахал мар тухнӑ. Ҫӗньяла пӗтме парас марччӗ, ял-йыш. Кашни хӑйӗнчен мӗн те пулин тусан вӑл ҫак ҫӗр ҫинчен ҫухалмӗ. Кӗнеке ҫырма хавхалантарнӑ, пулӑшнӑ ҫынсене чӗререн тав тӑватӑп, — терӗ Николай Дмитриевич.

Николай Розов ялтан тухса кайни виҫӗ теҫетке ҫул ытла. Ӑнӑри вӑтам шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл тӳрех Хусан медицина институчӗн стоматологи факультетне вӗренме кӗнӗ. Диплом илсен направленипе Ульяновск хулине лекнӗ. Ҫӗнӗ хулари 5-мӗш поликлиникӑра тухтӑрта, уйрӑм заведующийӗнче ӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра Николай Дмитриевич уйрӑм кабинетӗнче ӗҫлет.

— Маншӑн ҫак кӗнеке питӗ хаклӑ, эпӗ Ҫӗньял улӑхӗнче чупса ҫӳренӗ, унӑн ҫӑл куҫ шывне ӗҫнӗ. Камсем эпир, ӑҫтан — кашни ыйту пирки кӗнекере хурав пур. Николай Дмитриевича ҫакӑн пек парне кӳнӗшӗн тав сӑмахӗ ҫеҫ калатӑп. Ял ҫыннисен пурнӑҫне, шӑпине малашне анлӑрах ҫутатсан аванччӗ, — терӗ Ульяновскри ял хуҫалӑх академийӗн профессорӗ, ветеринари наукисен докторӗ А.А.Толманов.

— Пӗрле ӳснӗ юлташӑм тӑван ял ҫинчен кӗнеке ҫырнӑшӑн чун-чӗререн савӑнтӑм. Ку пуҫламӑшӗ ҫеҫ-ха, унӑн кӑмӑлӗ пысӑк, тепӗр кӗнеке ҫырма ӑнӑҫусем сунатӑп, — ҫапла каларӗ Теччӗри 7-мӗш ПМК директорӗн ҫумӗ В.Д.Хохлов.

Чӗмпӗр ҫыравҫисем Николай Ларионов /вӑлах кӗнекене редакцилекенӗ/, Анатолий Ырьят, Лаврентий Данилов, Борис Улендеев, Дмитрий Кузьмин усламҫӑпа Анатолий Еграшкин ӳнерҫӗ те пултаруллӑ ентешӗмӗре саламларӗҫ. Сӑмах май ҫакна асӑнса хӑвармалла, Н.Розов — «Канаш» хаҫатӑн общество корреспонденчӗсенчен чи хастаррисенчен пӗри. Чӗмпӗр Енри паллӑ йыш — «Палнай» фольклор ансамблӗн юррисене Ҫӗньялсем мӗнле хавхаланупа кӗтсе илнине нимӗнпе те танлаштараймӑн! Хусантан килнӗ Николай Степанцев фотожурналист, Тутарстан Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ /кӳршӗри Аслӑ Ӑнӑ ялӗнчен/ тус-юлташне ӑшшӑн саламларӗ.

«Тавах, ял-йышӑм, эсир пулман пулсан кӗнеке ҫуралмастчӗ. Тавах, Ҫӗньялӑм, эсӗ пулмасан эпӗ пулас ҫукчӗ», — ҫак сӑмахсемпе тата «Палнай» шӑрантарнӑ «Тӑван манмасть тӑвана» юрӑпа сыв пуллашрӗ кӗнеке авторӗ Ҫӗньялсемпе. Хӑй укҫи-тенкипе кӑларнӑ кӗнекене Н.Розов ял ҫыннисене пурне те парнелерӗ. Вӗсем ентешне парнешӗн чӗререн тав турӗҫ.

Альбина СТЕПАНОВА
«Хыпар», 2006, ака, 19


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-17 23:37:38 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3146 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем